
Шупашкар хулинче кӗнеке йышӑнакан контейнерсем вырнаҫтарса тухнине эсир те, тен, асӑрханах пулӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ вӗсене икӗ ҫӗрте курма ӗлкӗрчӗ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти вулавӑшсене пулӑшас тӗллӗвӗллӗ акци ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Пирӗнтен кашнин килӗнчех унччен вуласа тухнӑ кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртни вӑрттӑнлӑх мар. Кӗнекене е журнала тухса пеме шел, анчах кама памаллине пӗлместӗн. Ун пек чухне ӑна ятарлӑ контейнера кайса ямалла. Кӗнекене пӗр-пӗр ялти вулавӑша илсе кайӗҫ.
Кӗнеке боксӗсем Иван Франко урамӗнчи 10-мӗш тата 20-мӗш, П. Лумумба урамӗнчи 6-мӗш, Октябре 50 ҫул урамри 16-мӗш¸ Николаев космонавт урамӗнчи 46-мӗш, Гагарин урамӗнчи 26 тата 19-мӗш, Чапаев урамӗнчи 8 корпусри 2-мӗш, Энгельс урамӗнчи 3/1-мӗш, Н. Смирнов урамӗнчи, 7-мӗш, Кадыков урамӗнчи 28 тата 34-мӗш, Гастелло урамӗнчи 3 А, Пролетарски урамри 21 тата 22-мӗш , 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 4В тата 32А, Хусанкай урамӗнчи 6, 23А, 32-мӗш, Шумилов урамӗнчи 11А ҫуртсен умӗнче пур.

Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксене ялта культура сферинче ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Республикӑн Культура институтӗнче вӗренекен ҫамрӑксем ҫав тӗллевпе ятарласа тӗлпулу ирттернӗ.
«Земствӑри культура ӗҫченӗ» федераци программине кӑҫал пирӗн республикӑра 8 ҫын хутшӑнаять. Вӗсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗрер миллион тенкӗ парӗҫ.
Конкурса хутшӑнмалли заявкӑсене республикӑн Культура министерствинче утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Культура институчӗн концерт залӗнче пултаруллӑ балетмейстерӑн, педагогӑн, Людмила Нянинӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртӗ.
Сцена ҫине Культура колледжӗн студенчӗсем, ача-пӑча ансамблӗсен воспитанникӗсем тухӗҫ. Вагаповсем, «Катюша» тата «Сарпике» халӑх ташшин коллективӗсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем те пулӗҫ.
Пултарулӑх каҫӗ ӳнер ӗҫӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Людмила Нянинӑн хӑйне евӗрлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.
Нянина Людмила Николаевна ҫинчен тӗплӗнрех Рувикин чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Чӑваш Енре ирттерекен чӑвашла пьесӑсен конкурсне ӗҫсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче аса илтернӗ.
Конкурс икӗ номинаципе иртет: «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» тата «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса». Ҫӗнтерӳҫӗсене 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ.
Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 56-50-48.

Чӑваш Енре чикансен ачисене вырӑнти йӑла-йӗркепе паллаштараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ӗҫе пурнӑҫласа чикансен ачисене Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне илсе кайса кӑтартнӑ. Кун пек ҫулҫӳрӗве Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Музейпа паллашнисем — «Лулуди» наципе культура пӗрлӗшӳри ачасем. Вӗсем Шупашар 63-мӗш тата 1-мӗш шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Чикан культурин пайташӗ Григорий Маркович каланӑ тӑрӑх, ачасене музейра питех те килӗшнӗ, экскурсовода вӗсем чунтан кӑҫӑкланса итленӗ.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексне кӑҫал юсама тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ларӑва ертсе пынӑ культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне те республикӑра клубсем хӑпартса лартӗҫ, пуррисене юсӗҫ. Кӑҫал 12 вулавӑш уҫма, Шуршӑлта А.Г.Николаев ячӗллӗ музее юсама тытӑнма палӑртса хунӑ. Юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула тӑсӑлӗ.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексне кӑҫал юсама тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ларӑва ертсе пынӑ культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне те республикӑра клубсем хӑпартса лартӗҫ, пуррисене юсӗҫ. Кӑҫал 12 вулавӑш уҫма, Шуршӑлта А.Г.Николаев ячӗллӗ музее юсама тытӑнма палӑртса хунӑ. Юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула тӑсӑлӗ.

Наталья Соколова художник-аниматор тата режиссер-постановщик Шупашкарти ҫамрӑксене ӑсталӑх лаҫҫине йыхравланӑ.
Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене «Пилот», «Аэроплан», «Пластилин» тата «Союзмультфильм» легендарлӑ студисем валли сахал мар хатӗрленӗ.
Шупашкара килсен шкул ачисемпе студентсем валли ӑсталӑх лаҫҫисен ярӑмне йӗркеленӗ. Ал айӗнчи япаласенчен сӑнарсем хатӗрлеме те вӗрентнӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса тухасси сценӑран нумай килнине те палӑртса хӑварнӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче (халӗ ӑна «Атӑл Опера» теҫҫӗ) музей уҫасшӑн.
Иртнӗ эрнере учрежденире коллективӑн пухӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑн чухне Андрей Попов илемлӗх ертӳҫи, директор тивӗҫне пурнӑҫлакан Андрей Попов иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ, кӑҫалхи плансемпе паллаштарнӑ.
Кӑҫал театрта музей уҫасшӑн. Калӑпӑшлӑ ҫак проекта Раҫҫейӗн Культура министерствипе татаА.А. Бахрушин ячӗллӗ Патшалах тӗп театр музейӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртесшӗн. Музей кашни кунах ӗҫлӗ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствине Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Мускавра вырнаҫнӑ Раҫҫейри патшалӑх вулавӑшӗн Пашков ҫуртӗнче Раҫҫейӗн Культура министерствин стратегиллӗ форумӗ иртнӗ. Унта вулавӑшсене ҫӗнетес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Форума Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Марина Андрюшкина тата пай заведующийӗ Татьяна Белов хутшӑннӑ.
Унта модельлӗ вулавӑшсене тӑвас енӗпе лайӑх ӗҫленӗшӗн Раҫҫейӗн Культура министерствин Хисеп грамотипе Чӑваш Енӗн Культура министерствине чысланӑ.
